Ҫапла, Мускавра пурӑнакан пӗр чӑваш хӑйӗн урапи ҫине «Навальнишӗн» текен чӗнӳ ҫыпӑҫтарса хунӑ иккен — хӑйӗн машинипе вӑл Мускав тӑрӑх ҫӳрет.
Урапа хуҫи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх ку шухӑш ун пуҫне Мускав мэр пуканӗшӗн кӗрешекен Алексей Навальный блогӗнчи пӗр ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн пырса кӗнӗ — унта кандидат машинсем ҫине ҫыпӑҫкӑҫ (наклейка) ҫыпӑҫтарма чӗнсе каланӑ иккен, пӑтӑрмах сиксе тухсан та штабӑн укҫи-тенкинчен саплаштарма шантарнӑ. Пирӗн чӑваш вара хатӗр вырӑс тексчӗпе ҫырлахасшӑн пулман — чӑвашлине хатӗрленӗ.
Урапа хуҫи каласа панӑ тӑрӑх чӑвашла текст чылайӑшне кӑсӑклантарать, унта мӗн ҫырнине ӑнкарса илнӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ ӑшшӑн кулса илеҫҫӗ ҫеҫ. Тӗлӗнсе пӑхакансем те тӗл пулаҫҫӗ имӗш.
7-мӗш интернет педканаш чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе историне вӗрентекенсене йыхравлать. Вӑл ҫурлан 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлать те авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗччен пырать. Ӑна Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркелет. Интернетри канашлу pkanash.chv.su адреспа ӗҫлет
Вӗрентекенсен тӗтел форумне ҫулсерен ҫӗршер ҫын хутшӑнать. Вӗсен хисепӗ кӑҫал та нумай пуласса шанатпӑр, форумра ҫӗнӗ ҫивӗч ыйтусем хускатасса, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре пӗрле шырасса шанаҫҫӗ канашлӑва йӗркелекенсем.
Ҫурлан 23-мӗшӗнче Чӗмпӗр хули чӑваш чӗлхипе культура кунне паллӑ тӑвать. Сӑмах май, ҫак куна паллӑ тӑвас йӑла Чӗмперте 10 ҫул хушши упранса пырать, ҫавӑнпа та кӑҫалхи чӑваш уявӗ юбилейлӑ. Ӑна «Киндяковка» культура ҫуртӗнче ирттерӗҫ, уява крсе курма тӳллевсӗр пулӗ.
Уяв хӑнисене чӑваш пики — пӗлтерхи наци пики конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи— кӗтсе илӗ. Мероприятие вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тата хулари ӗҫ коллективӑн элчисем хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал уява йӗркелекенсем йӑла-йӗркесем ҫине пысӑк тимлӗх тунӑ. Куракансемпе хутшӑнакансем чӑваш кӗнекисен куравӗсемпе музей экспозицийӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне наци апат-ҫимӗҫне: тӑпӑрчӑ, чӑкӑт, ашран тунӑ кукӑль, хуплу тутанса пӑхма та май пулӗ. Культура ҫурчӗн канмалли залӗнче наци тӗррин, йывӑҫпа керамикӑран ӑсталанӑ кӳлепесен куравне уҫма планланӑ.
Мероприятие йӗркелекенсем концерт программи пуян, кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Сцена ҫине чи пултаруллӑ наци ушкӑнӗсемпе Чӗмпӗрти солистсем тухӗҫ, ятарласа чӗннӗ хӑни — чӑваш вокал ансамблӗ «Азамат» пулӗ. Концерт программине вара Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхӗ уҫӗ тесе сӑмахлаҫҫӗ.
Авӑнӑн 2-мӗшӗнчен те пирӗн телевидени ҫӗнӗ передачӑпа пуянланать. Чӑваш чӗлхипе кӑларма тӑкаклӑрах е наци чӗлхине пӗлекен шӑпӑрлансем ҫукпа пӗрех тесе шутланине кура пулмалла, ҫӗнӗ передача вырӑсла пулӗ. «Акилбупсер» ҫӗнӗ передача 20:30 сехетсенче эфира тухма тытӑнӗ. «Кун пек ята ӑҫтан шутласа кӑларма пултарнӑ?» текенсем вара хуравне передача ятне хыҫалтан малалла вуласан пӗлме пултарӗҫ.
Ҫак программӑран республика шӑпӑрланӗсем шкулти хыпарсене пӗлсе тӑма, пултаруллӑ тантӑшсемпе паллашма тата хӑй вӗренекен класӗ е кружок ҫинчен каласа пама пултарӗҫ.
Программа ертӳҫи «Куча мала!» тата «Бухты-барахты» ача-пӑча передачисен авторӗ — Мария Шоклева. Ҫитес кӑларӑмсенче ҫамрӑк корреспондентсем «класа ҫӗнӗ вӗренекен пек кӗни еплерех вӑл?» ыйтӑвӑн хуравне хӑйсен тӗслӗхепе кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасенчен вак-тӗвек ҫиневӗсем мӗн чухлӗ тӑкакланине тӗпчесе пӗлӗҫ, чӑн-чӑн министртан тата республикӑри ытти паллӑ ҫынсенчен интервью илӗҫ.
Хыпарсемпе паллаштарма е сюжет темине сӗнме кӑмӑл тӑвакансем ҫак телефон номерӗпе 64-11-11 шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Сӗнӳсене йышӑнаҫҫӗ пулсан, манӑн хамӑн та телевиденийӗ шӑнкӑравлас кӑмӑл пур.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ паян тепӗр словарьпе пуянланчӗ — 1993 ҫулта тухнӑ «Чӗрчун ячӗсен чӑваш-вырӑс-латин словарӗпе». Ку вӑл ҫак сайтри 10-мӗш сӑмах пуххи. Туллин кӗртнисене ҫеҫ шута илес пулсан — 7-мӗш.
Авторсем — Н.Г. Игнатьевпа И.П. Павлов — словаре вӗренӳ пособийӗсенче, ял хуҫалӑх литературинче, ӑслӑлӑх ӗҫӗсенче час-часах тӗл пулакан чӗрчунсен ячӗсене кӗртме тӑйӑшнӑ. Пурӗ 1 500 яхӑн чӗрчун ятне унта тупма май пур. Ҫак словаре хатӗрленӗ чухне авторӗсем халиччен тухнӑ чӑваш-вырӑс, вырӑс-чӑваш словарӗсене, термин тата диалектологи словарӗсене, ҫутҫанталӑк ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене, учебниксене пӑхса тухса, чӗрчунсен ячӗсене пӗр ҫӗре пухма тӑрӑшнӑ, йӗркене кӗртнӗ. Май пур чухне чӗлхемӗрте ҫук ятсене авторсем хӑйсем тунӑ.
Ку сӑмах пуххи тухнӑранпа 20 ҫул иртнине тата вулавӑшсенче тупма йывӑртарах пулнине шута илсе эпир ӑна электронлӑлатрӑмӑр та. Кӗнекене ҫӗнӗ орфографи правилисемпе хатӗрленине кура эпир май ҫитнӗ таран ӑна кивӗ орфографи ҫине куҫартӑмӑр — ку ӗҫ терминсене тупас ӗҫе ҫӑмӑллатмалла.
Аплах мар-ха — пыма хирӗҫ мар вӑл, анчах та йыхрав хутне чӑвашла ҫырма пуҫласан. Айӑпланакан журналист пӗлтернӗ тӑрӑх енчен те ӑна тӳресем суда вӑйпа илсе килес тееҫҫӗ пулсан хӑйӗн конституциллӗ прависене хӳтӗлесе вӑл пикет ирттерме, выҫӑ ларма е урӑх ҫавнашкал хирӗҫӳсӗр мелсемпе усӑ курасшӑн. Хӑйӗн шухӑшне вӑл Чӑваш Енӗн Аслӑ Сучӗн председательне Николай Порфирьева ҫитернӗ. Паян судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртмелле пулнӑ — унта каяс вырӑнне Илле Иванов ҫак ҫурта ҫул тытнӑ иккен. Унсӑр пуҫне заявленин копийӗсене вӑл республика Элтеперӗн ҫыруҫине, Патшалӑх канашӗн спикерне Юрий Попова, Чӑваш Ен прокурорне Владимир Метелина тата ыттисене ярса панӑ.
Хӑйӗн ыйтӑвӗнче вӑл йыхрав хутне ҫеҫ чӑвашла ҫырма ыйтать. Суд ӗҫне те тӑван чӗлхепе ирттерме кӑмӑл пур ун, анчах миҫе хут ыйтсан та Сергей Трихалкин тӳре унпа килӗшмен. Ҫавах та ку самантра — тӗрлӗ тӳре-шара патне янӑ хутра — вӑл ҫак ыйтӑва кӗртмен-ха. Илле Иванов шухӑшӗпе малтан ҫав пӗчӗк хут таткинчен пуҫламалла (ӑна чӑвашла ҫырма нимӗнле саккун та чармасть). Йыхрав хутне ун патне чӑвашла яманнишӗн айӑпланакан журналист Сергей Трихалкин тӳрене те явап тыттарасшӑн.
«Хавал» халӑх организацийӗ Шупашкарти троллейбуссене икӗ чӗлхепе туллин калаҫтарасшӑн пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ, ав, тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Общество организацине троллейбус управленийӗ официаллӑ майпа хуравланӑ. Унӑн директорӗ Александр Каныгин унта пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнусен ячӗсемсӗр пуҫне «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха чарӑнупа чарӑну хушши кӗске пирки икӗ чӗлхепе каласа ӗлкӗреймессине пӗлтернӗ. Троллейбусра чӑвашла мӗн пӗлтерессине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш наци конгресӗпе тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе калаҫса татӑлса йышӑнни ҫинчен аса илтернӗ.
«Хавал» шучӗпе вара ытти сӑмаха та чӑвашла калама 2-3 ҫеккунтран ытла кирлӗ мар. Троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ хулари транспортран хӑйсем кӑна чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пӑхӑнатпӑр тесе палӑртнӑ иккен.
Ҫакӑн пек шухӑшпа ҫунатланать Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Парижра пурӑнакан Ольга Грелон. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Чӑваш Енӗн Культура министерствин ӗҫенӗсемпе тӗл пулсан каланӑ. Унччен Ольга «Хавал» общество организацийӗ чӑваш чӗлхине вӗрентме йӗркеленӗ уйлӑха хутшӑннӑ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ йышӑн хастарӗсем кӑҫал ӑна Етӗрне районӗнче йӗркеленӗ.
Ольга Грелон — социолог. Чӑваш чӗлхипе тата культурипе кӑсӑкланать. Францире вӑл унта пурӑнакан чӑвашсен культура пӗрлешӗвне йӗркелесшӗн. Тепӗр ӗмӗчӗ вара чӑвашла-хрантсусла словарь хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренекенсем валли вырсарни шкулӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи Полномочиллӗ представительствинче ӑша хывтарӗҫ. Шкул вырсарникунсерен, кӑнтӑрла иртни 2 сехетрен тытӑнса 4 сехетчен ӗҫлӗ.
Представительство Мускаври Пысӑк Ордынка урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра, 1-мӗш строенире вырнаҫнӑ. Унта ҫитес тесен метропа «Третьяковка» е «Полянка» станцие ҫити каймалла. Курса ҫырӑнас текенсене е сӗнӳ парас текенсене polprchuv@col.ru электронлӑ адреспа ҫыру яма сӗнеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 953-16-72.
Муркашри суд малалла пырать. Тунтикун айӑплакан енӗн икӗ кунтелейне итлеме май пулнӑ пулсан, паян тепӗр иккӗшне чӗнсе илнӗ. Юнкунри суда икӗ пая пайлама пулать — малтанхинче хӳтӗлекен ен евитсем тыттарчӗ, тепринче кунтелейсен хуравӗсемпе паллашрӗҫ.
Чи малтан суд Илле Иванов тӑратнӑ евитсене (ходотайствӑсене) пӑхса тухрӗ. Айӑпланакан вӗсене чӑвашла ҫырнӑран тӑлмачӑн куҫарма тивнӗ иккен. Куҫару тӗрӗсех пулнине ҫирӗплетме Трихалкин судья вӗсене вуласа та пачӗ, хӳтӗлекен ен хирӗҫлемен хыҫҫӑн сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Илле Иванов ӑна шиклентерекен темиҫе саманта асӑннӑ иккен, вӗсенчен пӗри — ӗҫе пуҫарма пуҫтарнӑ хутсен папки ҫинче тӳрлетӳ пуррине асӑрханинче. Хӳтӗлевҫӗсем датӑра тӳрлетӳ пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме экспертиза тума ыйтрӗҫ, суд вӗсемпе килӗшмерӗ, ку япала пӗлтерӗшсӗр пулнине ҫирӗплетрӗ. Тепӗр евитре хӳтӗлевҫӗсем ҫак статьяна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӗлхе енчен экспертизӑна яма ыйтрӗҫ. Ваккатсемпе прокурорсен ку тӗлӗшпе мӗн шутланине пӗлнӗ хыҫҫӑн тӳре пӗр ҫур сехетлӗхе йышӑну тума кайрӗ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулчӗ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне хушма ӗҫ пырса тивмӗ, тепӗр майлӑ каласан суд хӳтӗлевҫӗсен сӗнӗвӗпе килӗшмерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |